Ял пурнӑҫӗ
![]() "Про Город" сайтӗнчи сӑн Сӗнтӗрвӑрри муниципаллӑ округӗнчи Сӗнтӗрпуҫ ялӗнче ҫынсем виҫҫӗмӗш кун ӗнтӗ шывсӑр пурӑнаҫҫӗ. Кӑрлач уйӑхӗн 19-мӗшӗнче шыв башни шӑнса ларнӑ. Кун пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ. Ҫынсем пулӑшу ыйтнӑ, анчах ку вӗсен ыйтӑвӗ мар тесе пулӑшма хирӗҫленӗ - ҫынсен башньӑра шӑнса ларнӑ шыва хӑйсен ирӗлтермелле тенӗ. Паян халӑх ку ӗҫе хӑйех пуҫӑннӑ. Башня ӗҫлеменнипе ҫынсен ҫӑла шыв ӑсма кайма тивнӗ. Анчах ҫил-тӑманра унта ҫула хӳсе лартнӑ. Йӗлтӗр сырса каякансем те пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Прокуратура архивӗнчи сӑн Паян ирхине Шупашкар муниципаллӑ округӗнчи Янашкассинче шыв башни ӳкнӗ. Икӗ урам шывсӑр тӑрса юлнӑ. ЧР прокуратурин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫынсем валли шыв илсе килеҫҫӗ. Ҫавӑн пекех ҫак урамсенче пурӑнакансем урӑх колонкӑсемпе усӑ кураҫҫӗ. Вырӑнти влаҫ башньӑна май килнӗ таран хӑвӑртрах юсасшӑн. Ӗҫ-пуҫа прокуратура тӗрӗслесе тӑрать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Прокуратура тунӑ сӑн Пӑрачкав муниципалитет округӗнчи Кудеиха ялӗнче шыв ӑсмалли колонка ҫӗмрӗк пулнӑ. Анчах вырӑнти влаҫ ӑна юсама васкаман. Мӗн тумалла? Ҫынсем прокуратурӑран пулӑшу ыйтнӑ. Ведомство ӗҫченӗсем вырӑна ҫитсе колонкӑна тӗрӗсленӗ, ӑна чӑнах та юсамаллине палӑртнӑ. Прокуратура муниципалитет округӗн пуҫлӑхӗ тӗлӗшпе представлени ҫырнӑ. Хальхи вӑхӑтра шыв колонкине юсамашкӑн смета хатӗрленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Комсомольски муниципаллӑ округӗнчи Чӗчкен ялӗнче пурӑнакансен халӗ таса та паха шыв ҫителӗклех. Нумаях пулмасть унта «ЖКХ сферине ҫӗнетесси тата аталантарасси» патшалӑх программипе килӗшӳллӗн шыв башни вырнаҫтарнӑ. Таса шыв ыйтӑвӗ чӗчкенсене 10 ҫул ытла канӑҫсӑрлантарнӑ. Ялта нумайӑшӗ выльӑх-чӗрлӗх усрать. Вӗсене пусӑран, юханшыв-пӗверен ӑсса шӑварнӑ. Анчах 10 ҫул хыҫҫӑн шыв ыйтӑвӗ тата ҫивӗчленнӗ. Халӗ чӗчкенсем шывпа перекетлемесӗрех усӑ кураҫҫӗ. Башньӑри шыв ҫынсем валли те, выльӑх валли те ҫитет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() cap.ru сайтри сӑн ЧР Ял хуҫалӑх министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, халӑхран пухакан сӗтӗн вӑтам хакӗ 20 тенке ҫитнӗ. Нумаях пулмасть ведомство ялсенчи хаксене тишкернӗ. Чӳк уйӑхӗн 10-мӗшӗ тӗлне 1 литр сӗте вӑтамран 20 тенкӗ те 30 пуспа пухнӑ. Кунашкал хак юлашкинчен кӑҫал пуш уйӑхӗнче пулнӑ. Кайран хак самаях чакса ларнӑ. Утӑ уйӑхӗнче чи пӗчӗк хак пулнине палӑртнӑ: 14 тенкӗ те 60 пус. Сӗте халӑхран чи пысӑк хакпа пухакан округ – Элӗк. Унта 1 литрне 24 тенкӗпе туянаҫҫӗ. Пӑрачкав, Шупашкар, Ҫӗмӗрле районӗсенче 1 литрӗ 22 тенкӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() t.me/pro_cheby каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк Муркаш районӗнчи пӗр ялти ҫемье кантӑк кӗленчерен пӳрт туса лартнӑ. Ҫурт Опрыскъял ялӗнче вырнаҫнӑ. Тӑрӑшса хӑпартнӑ пӳрт пӑхма питех те хитре. Ку пӳрт ҫинчен халӑх тетелӗнчи темиҫе пабликра хыпарланӑ. Анчах ҫурт камсенне палӑртман. Комментарисенчен пӗринче ҫырнӑ тӑрӑх, вӑл пӳрт Павловсен иккен. Хыпара вуланисенчен хӑшӗсем ялӗпех эрех ӗҫнӗ тесе тӑрӑхласшӑн, теприсем камӑн мӗн пур — ҫавӑнтан тӑваҫҫӗ тесе ҫырнӑ. Вырӑнтисем пӗлтернӗ тӑрӑх, кил хуҫисем пушӑ кӗленчесене пухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() www.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енӗн Ял хуҫалӑх, Вӗренӳ тата Культура министерствисем, Аграри университечӗ, Хӗрарӑмсен канашӗ пӗр шухӑшлӑ пулса «Лучшие на селе» (чӑв. Ялта чи лайӑххисем) пултарулӑх конкурсене ирттереҫҫӗ. Унта хутшӑнас кӑмӑллисен ӗҫӗсене юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗччен йышӑнӗҫ. «Конкурса кӑҫалхипе иккӗмӗш хутчен ирттеретпӗр. Ӑна ялти пурнӑҫа ӳсекен ӑру хушшинче сарас, ялта та пурӑнма тата ӗҫлеме лайӑххине кӑтартса парас тӗллевпе ирттеретпӗр», – тенӗ ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов. Конкурс ача пахчине ҫӳрекенсем тата шкул ачисем хушшинче икӗ тапхӑрпа иртет. Малтан — муниципалитет шайӗнче, унтан – республика. Ачасем роликсем ӳкерсе халӑх тетелне вырнаҫтараҫҫӗ. Ӗҫсемпе #ЛучшиеНаСеле хештегпа шыраса тупмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() vk.com сайтри сӑн Комсомольски районӗнчи Урмаелте пурӑнакан Ильгиз Пахалов шкул ачисем валли авӑнӑн 1-мӗшӗ тӗлне чӑн-чӑн парне тунӑ. Вӑл юханшыв урлӑ кӗпер хывнӑ. Ҫапла ачасем малашне шкула кӗске ҫулпа ҫӳреме пултараҫҫӗ. Унччен шӑпӑрлансем шкула тавран кайнӑ, темиҫе ҫухрӑм парӑнтарнӑ. Кӗпер Ҫырма тата Сенгерей урамӗсене ҫыхӑнтарать. Ильгиз Пахалов кӗпере хӑйӗн укҫипе тунӑ. Ку ӗҫе Урмаел ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Айрат Ямалетдинов пуҫарӑвӗпе пурнӑҫланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Владимир Михайловӑн телеграм-каналӗнчи сӑн Тӑвай районӗнчи Лачкасси ялӗнче Тӑрмӑш юханшыв урлӑ каҫмалли кӗпер питӗ япӑх лару-тӑрура. Кун пирки район пуҫлӑхӗ Владимир Михайлов хӑй пӗлтернӗ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, администраци дефектлӑ ведомоҫ хатӗрлет. Тӳре-шара Чӑвашупрдор ӗҫченӗсемпе пӗрле кӗпере пӑхса ҫаврӑннӑ, проекта хатӗрленӗ хыҫҫӑн ӗҫ планне кӗртме шантарнӑ. Кӗперӗ вара халӑха питӗ кирлӗ. Вӑл яла кӗнӗ ҫӗрте вырнаҫнӑ. Ун урлӑ машинӑсем те ҫӳреҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() "Контактри" сӑн Патӑрьел районӗнчи Еншик тата Тикеш ялӗсене ҫыхӑнтаракан кӗпер ҫӗмӗрӗлнӗ. Халӗ прокуратура унта тӗрӗслев ирттерет. Вырӑнти ҫынсем каланӑ тӑрӑх, вӑл ялтан яла ҫӳремелли чи кӗске ҫул шутланать. Ун урлӑ каҫсан 1 ҫухрӑм кӑна утмалла. Тавран вара 8,5 тата 12 ҫухрӑм каймалла. Пӑла урлӑ хывнӑ ҫав кӗпер кивелнӗ пулин те унпа тата темиҫе ҫул йӗркеллех ҫӳреме пултарнӑ ҫынсем. Анчах такамсем ӑна ҫӗмӗрнӗ, унтан халӗ кайма ҫук. Район администрацийӗ ку кӗпер вӗсен балансӗ ҫинче пулманнине каланӑ, ӑна пуҫаруллӑ хысна программипе кӑна ҫӗнетме май пуррине пӗлтернӗ. Прокуратура тӗрӗслев ирттернӗ хыҫҫӑн йышӑну тӑвӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (31.05.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 30 - 32 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Будниченко Лариса Александровна, вырӑс чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Краснов-Кӗҫӗнни Григорий Иванович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |